Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Етӗрне районӗ

Ҫул-йӗр
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Етӗрне районӗнче ҪҪХПИ инспекторне фура ҫапса кайнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Ку М-7 ҫулӑн 574-мӗш ҫухрӑмӗнче, Етӗрне районӗпе Чулхула облаҫӗ чиккинче, пулнӑ. ҪҪХПИн икӗ инспекторӗ «Лада Ларгус» машинӑна тата ун хыҫҫӑн пыракан йывӑр тиевлӗ транспорта тӗрӗслеме чарнӑ. Грузовик хыҫҫӑн тепӗр фура пынӑ. Унӑн рулӗ умӗнче ларакан водитель тӑруках чарӑнайман, малти грузовикпе ҫапӑнас мар тесе пӑрӑннӑ та «Лада Ларгус» ҫине пырса кӗнӗ.

ҪҪХПИн пӗр инспекторӗ «Ларгус» тата фура хушшине лекнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машина водителӗн докуменчӗсене тӗрӗслесе тӑнӑ.

 

Республикӑра
«Мой город» сатйран илнӗ сӑн
«Мой город» сатйран илнӗ сӑн

«Алкоголь» операци вӑхӑтӗнче полицейскисем Етӗрне районӗнче суя эрех тупнӑ. Ӑна унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 48 ҫулти арҫын сутнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ют тавар паллипе усӑ курнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Тӗрӗссипе, полицейскисем ҫак арҫынран спиртлӑ продукцие пӗрре мар туртса илнӗ. Вӗсен йышӗнче ҫын пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан эрехсем те пулнӑ.

Хальхинче ҫак арҫынран 90 курупка алкоголь туртса илнӗ. Вӗсенче шурӑ эрех, виски, коньяк пулнӑ. Арҫын алкоголе паллӑ суту-илӳ маркипе сутнӑ.

Палӑртмалла: «Алкоголь» операци вӑхӑтӗнче 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Оперативниксем пӗтӗмпе 150 литр спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ.

 

Политика

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ-мӗн.

Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх сахалтан та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай чупнӑ. Ертӳҫӗсен кунашкал хӑтланма юрамасть, пачах тепӗр май – вӗсен пурлӑха перекетлемелле.

Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне куншӑн асӑрхаттару панӑ. Сӑмах май, прокуратура кунашкал тӗрӗслевсене яланах ирттерет, ҫакнашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупсан суда парать.

 

Республикӑра

Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ильина Гора ялӗ ҫывӑхӗни ҫырмара хыр касса вутӑ хатӗрленӗ. Вӗсене ҫав вӑхӑтра участковӑй «поличнӑйпе» тытнӑ.

34 ҫулти тата 42-ри арҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсем 20 хыр каснӑ. Полици кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫынсене вара уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Пӗри унччен те судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫак ҫынсем хыр касса мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем йывӑҫсем камӑн лаптӑкӗ ҫинче ӳснине те тупса палӑртӗҫ.

 

Вӗренӳ

2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.

Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.

 

Вӗренӳ
rgo.ru сайтран илнӗ сӑн
rgo.ru сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер Раҫҫейре гоеграфи диктантне ҫырнӑ. Ку акцие Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Республикӑра тӑватӑ лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Пӑрачкав, Улатӑр, Комсомольски, Етӗрне тата Йӗпреҫ районӗсенче. Шупашарта вара виҫӗ лапамра диктант ҫырнӑ. Тӗп лапама – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетне – 600 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем, шкул ачисем, географи вӗрентекенӗсем пулнӑ. Чи ҫамрӑкки Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 6-ри ача пулнӑ, чи асли вара – ЧПУн 74 ҫулти профессорӗ.

Акци вӗҫленмен-ха. Ӗнер пӗлӗве тӗрӗслеме ӗлкӗреймерӗр тӗк диктанта онлайн мелпе ҫырма май пур. Вӑл чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре вӗҫленӗ.

 

Персона

Тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса сусӑра юлнӑ арҫыннӑн тӑлӑх арӑмӗ Анастасия Терентьева чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 101 ҫул тултарнӑ.

Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл Етӗрне районӗнчи Йерхкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Анастасия – тӑххӑрмӗш ача. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл колхозра ӗҫленӗ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Вӑл – Ӗҫ вӗтеренӗ те.

Анастасия Терентьевӑна 101-мӗш ҫуралнӑ кунӗпе тӳре-шара та саламланӑ, парнесемпе, чечек ҫыххисемпе савӑнтарнӑ. Халӗ кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53469
 

Республикӑра

Етӗрне районӗнче тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка ҫуннине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗ Игорь Молюков видео ӳкернӗ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ, унта МЧС ӗҫченӗсене те чӗннӗ.

Тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче щит ҫакӑнса тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳп-ҫап тӑкма юрамасть». Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах щит ҫине ҫырни ҫӳп-ҫап килсе тӑкма чӑрмантарман пулмалла – ӑпӑр-тапӑр купипех.

Свалка патӗнче ятарлӑ техника, икӗ трактор пулнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап лайӑхрах ҫунтӑр тесе ӑна купаланӑ. Етӗрне район администрацийӗ «Про Город» хаҫата ку лару-тӑру пирки комментари пама хирӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53389
 

Республикӑра

1983 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Иванов ҫулталӑк ҫурӑ каялла ҫухалнӑ. Полици ӑна халӗ те шырать.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Етӗрне районӗнчи Ильина Гора ялтан тухса кайнӑ. Ҫавӑнтанпа ӑна никам та курман, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.

Арҫын 40 ҫулти евӗр курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ӑна татуировкӑсенчен те палласа илме пулать. Сулахаййинче аҫтахар ӳкернӗ, сылтӑмминче «БР» саспаллисем. Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ.

Ӑна курнӑ тӑк полици 39-40-95 е 02 номерпе шӑнкӑравалма ыйтать.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Етӗрне районӗнчи уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем пӗр ҫын пахчинче кантӑр ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫав ҫыннӑн мачча тӑрринче 800 грама яхӑн типӗтнӗ марихуана, 2,5 килограмм типӗтнӗ кантӑр тупнӑ.

Анчах кил хуҫи, 31 ҫулти арҫын, хӑйӗн айӑпне туймасть. Вӑл вӗсене хӑйӗн валли ӳстернӗ-мӗн. Анчах унӑн суд сакки ҫине ларма тиветех.

Наркотик упранӑшӑн, хатӗрленӗшӗн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултарӗҫ. Палӑртмалла: ҫав арҫын унччен те тӗрлӗ преступленишӗн айӑпланнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 74
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2024 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 26

1969
55
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй